«Хӑв куҫпа курни, илтнинчен лайӑхрах» каларӑша тӗпе хурса Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов Элкер урамӗнче вырнаҫнӑ мини-пасара кӗрсе тухнӑ. Унта вара чӑваш ял хуҫалӑх продукцине сутаҫҫӗ, ҫав шутӗнчех килте ӳстернӗ пахча ҫимӗҫсемпе ҫырласем те.
Леонид Ильич суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫлакансене микрорайон ҫыннисене юрӑхлӑ продукципе тивӗҫтерсе тӑннишӗн тав сӑмахӗ каланӑ.
Администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫынсем суту-илӳ ӗҫӗшӗн тӳллемесӗрех хӑйсен сад-пахчинче ӳсекен ҫимӗҫсене сутса тӑма пултараҫҫӗ. Шупашкарта ун пек вырӑнсем пурӗ 24.
Элкер урамӗнчи сад-пахча ҫимеҫӗсене сутакан мини-пасар Мускав районӗнче чи пысӑк суту-илӳ лаптӑкӗ шутланать. Унта 12 картланӑ навес тата 6 сӗтел: пӗтӗмпе 78 суту-илӳ вырӑнӗ.
Ҫурла уйӑхӗ ҫитнӗрен вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсем пӗччекен ҫӗнӳ вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗрленме тытӑнчӗҫ. Шкул ачисем лавккасем тӑрӑх чупса хӑйсене валли кирлӗ тумсем, тетрадь-калем таврашӗсем туянаҫҫӗ. Шӑпӑрлансемшӗн ку хӑйне майлӑ пӗчӗк уяв. Анчах та пур ача-пӑча та ку савӑнӑҫа туллин туйса илеймест. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен: нумай чухне ашшӗпе-амӑшӗн явапсӑрлӑхӗ, укҫа-тенкӗ ҫитменни.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗн ачалӑха сыхлас пайӗн ӗҫченӗсем ҫак лару-тӑрӑва лайӑхлатас тесе «Ачана шкула яма хатӗрленер!» акци иртерет.
Нушаллӑ ҫемьесенче пурӑнакан ачасене ҫыру таварӗсем кирлӗ: ручка, кӑранташ, сӑрсем, пластилин, тетрадь тата ытти вӗренӳ япаласем.
Ыр ӗҫ тӑвас текенсем акцине пӗчеккӗн хутшӑнма та тытӑннӑ. Тӗпленрех акци ҫинчен ҫак телефон номерӗсемпе ыйтса пӗлме пулать: 23-52-18, 23-52-15, 23-52-29.
Этем эрех сиенлӗхӗ ҫинчен пӗлсех тӑрать пулин те ӗҫес йӑлана нимле те пӑрахӑҫлаймасть. Виҫине пӗлмесӗр лӑнкӑртаттарса пыра янӑ «усал» шӗвӗк ҫын ӑс-тӑнне минретет, тискер ӗҫе сахал мар тума хӗтӗртсе тӑрать. Шупашкарта пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетет.
Мускав районӗн сучӗ 30 ҫулхи хула ҫыннине «ятарласа шут тытмасӑр сывлӑха хавшатса хӗрарӑм пурнӑҫне татнӑшӑн» статьяпа «айӑплӑ» тесе йышӑннӑ.
Йӗрлев тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хайхи арҫын ӳсӗр килнӗ, амӑшӗ ӑна ҫакӑншӑн ятлама тытӑннӑ. Ку вара ывӑлне килӗшмен, вӑл амӑшне хирӗҫ тӑнӑ: сӑмахпа кӑна мар, «чышкӑласса» та тӑна кӗртме тытӑннӑ. Тапкӑ-ҫупкӑ ҫитерни ват ҫын пурнӑҫне татнӑ та.
Суд йышӑннӑ тӑрӑх арҫынна ку ӗҫ-пуҫшӑн 9 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колоние ямалла тунӑ.
Апла-и, капла-и, кӑна хальлӗхе ҫирӗплетсе калама хӗн. Анчах РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн ӗҫченӗсем ҫакӑн пек шухӑшланӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пристав-хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 160 статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн айӑплама пултараҫҫӗ. Вӑл суд приставӗсен Шупашкар хулин Мускав районӗнчи пайӗнче тӑрӑшать иккен. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе хӗрарӑм-пристав парӑмлӑ пӗр ҫынтан 16,5 пин тенкӗ ытларах шыраса илнӗ, анчах укҫине хӑй кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ имӗш.
Тӳррипе каласан, приставсем йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем татах тӗл пулаҫҫӗ иккен. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫне тӗрӗсленӗ май кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна 300 ытла кӑлтӑк тупса палӑртнӑ-мӗн.
Вӑтам, аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийсем пулас студентсене кӗтеҫҫӗ
Ҫуллахи кунсенче пӗрисем канаҫҫӗ, теприсем вара патакпа «чӗтретсе илнӗ» кӑткӑ йӑввин кил хуҫисем евӗр ларми-тӑми чупкалаҫҫӗ. Сӑмах вара вӑтам е аслӑ вӗренӳ учреждение кӗресшӗн хыпаланакан абитуриентсем ҫинчен пырать.
Ӗнер тенӗ пек вунпӗрмӗш классем шкул саккипе яланлӑха сывпулашрӗҫ, паян вара вӗсем пулас студентсем.
Шупашкарти Мускав районӗнче вырнаҫнӑ вӑтам, аслӑ пӗлӳ паракан учрежденийӗсен йышӑну комиссисӗнче паян та хӗрӳ ӗҫ пырать.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче те йышӑну комисси хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ. Абитуриентсем ятарлӑ электронлӑ регистраторпа та усӑ курма пултараҫҫӗ. Университетра пӗтӗмпе 17 факультет, вӗсенчен 1 252 абитуриент федераллӑ хыснаран тӳллевсӗр вӗренме кӗме пултараҫҫӗ. Утӑн 19-мӗшӗнчи кӑтартусемпе килешӳллӗн университетӑн йышӑну комиссине 8 016 абитуриент заявлени ҫырса панӑ.
Пур абитуриента та ӑнӑҫу сунас килет. Ӗмӗтленнӗ вӗренӳ учрежденийӗ кӗме майсем ҫителӗклӗ пулчӗр.
Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, республика тӗп хулине ӗҫпе Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ сучӗн судьи Александр Зырянов килсе ҫитнӗ.
Шупашкар хӑни Республика Элтепӗрепе, Михаил Игнатьевпа, тӗл пулнӑ. Тӗлпулура Зырянов республика пуҫлӑхне мӗн тӗллевпе килни пирки каласа панӑ — кунта вӑл планпа тӗрӗслев ӗҫне ирттерме палӑртнӑ иккен.
Унсӑр пуҫне аслӑ судья республикӑри мӗнпур суд ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухасси ҫинчен пӗлтернӗ. Ятарлӑ комисси паянхи куна Шупашкарти Мускав тата Ленин районӗн сучӗсене тӗрӗслеме те ӗлкернӗ.
Тӗлпулура Михаил Игнатьевпа Александр Зырянов республикӑри суд системине ҫӗнӗтес ыйтӑва хускатнӑ. Суд органӗсен пахалӑхне ӳстересси ҫинчен сӑмах ҫӗкленӗ.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче, Республика кунӗ тӗлнелле, Шупашкарти Мускав районӗнчи ЗАГС пайӗнче 1 400-мӗш ача регистрациленнӗ. Юбилейлӑ пепке ҫӗртмен 18-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ иккен. Савӑнӑҫлӑ ашшӗ-амӑш ҫуралнӑ хӗре хутран-ситрен тӗл пулакан ята — Мирослава ята — панӑ.
ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем савӑнӑҫлӑ ашшӗне ҫак пулӑмпа саламланӑ, пепкен пӗрремӗш документне — ҫуралнине ӗнентерекен хута алла панӑ.
Паянхи кун та Шупашкарӑн Мускав районӗнче лаптӑксене тирпейлессипе илемлетес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ пырать. Асӑннӑ районта ҫул-йӗре юсасса пӗтернӗ, чарӑнусене те тахҫанах сӑрласа тухнӑ. Халӗ вара бригада ӗҫченӗсем «Ҫеҫпӗл» кинотеатрпа «Элара» савут хушшинче вырнаҫнӑ ҫӗр айӗн каҫмалли ҫула юсама пуҫараннӑ.
Юсав ӗҫне «Стромтранс» ТМЯО йӗркелесе пырӗ. Асӑннӑ каҫмана юсанӑ хыҫҫӑн вӑл сӑнӗпе хытӑ улшӑнмалла имӗш.
Пӗтӗмӗшле юсав ӗҫне тума 1,6 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗнчех вӗҫлеме палӑртнӑ.
Ҫулсерен тӗрлӗ «тумхахсем» витӗр тухнӑ ҫӗр айӑнчи каҫмана юсани паха ӗҫ. Анчах Шупашкарта вӗсем Мускав районӗнче кӑна мар пур, ытти районсенче те тахҫанах «юсасса» кӗтеҫҫӗ.
Нумай чухне шел пулин те ҫынсем ҫӳл каҫма ҫӗр айнеанса вӑхӑта ирттересшӗн мар пулмалла. Карталаман ҫулсем тӑрӑх йӑпӑрт кӑна каҫа ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа та пуль урапа кустӑрми айне лекеҫҫӗ. Тен, хулари кашни ҫӗр айӗн каҫмалли ҫула юсанӑ хыҫҫӑн ҫынсем машинсем чупмалли ҫул тӑрӑх чупма пӑрахӗҫ, вӗсен хӑрушсӑрлӑх валли юсанӑ каҫмапа усӑ курма тытӑнӗҫ.
Ҫитес ҫул Шупашкарти Мускав кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫул-йӗр юсассине илсен, республикӑн тӗп хулишӗн ку объект пӗлтерӗшлисен шутне кӗрет иккен, ӑна юсама 1 миллиард ытла тенкӗ уйӑрмалла.
1969 ҫулта хута янӑ тимӗрпе бетон кӗпере хальхинчен икӗ хут ытларах сарма палӑртаҫҫӗ. Ҫапла вара вӑл паянхи пек 17 метр сарлакӑш мар, 35 метр таран пулӗ. Ҫакӑ машинӑсене харӑсах ултӑ йӗрпе ҫӳреме май парӗ. Ҫуран ҫӳрекенсен те саркаланса утма май килӗ. Вӗсене утмалли ҫул хальхи пек 1,5 метр кӑна пулмӗ, 2,2 метрпа танлашӗ.
Кӗпере епле тӑвасси пирки татса паман-мӗн-ха. Пӗр варианчӗпе тусан кӗпер ӗмӗрӗ 90 ҫула пырать иккен, тепӗр варианчӗпе хӑпартни 60 ҫула ҫитет. Анчах тӗп уйрӑмлӑхӗ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. 9 теҫетке ҫула пыракан кӗпере тума 2,1 миллиард тенкӗ тухса кайӗ, иккӗмӗш йышши валли — 1,1 миллиард. Кӗпере юсаса ҫӗнетессин татӑклӑ проектне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне хатӗрлесе пӗтермелле.
Шупашкарти Гузовский урамӗнчи 12/15-мӗш ҫур-йӗр таврашӗнче шӑпарлансем валли выляма ӑсталанӑ ятарлӑ хӑйӑр карти ишӗлсе аннӑ. Ҫакна пула ачасем унта хӑйсен вӑййисене ирттереймеҫҫӗ иккен.
— Пирӗн кил-картишӗнче ачасем вылямалли ятарлӑ вырӑн ҫук, унсӑр пуҫне тата пӗртен пӗр хӑйӑр карти те хӑйӑр карти пек мар. Вӑл ишӗлсе аннӑ, пӑтасем тухса тӑраҫҫӗ, хӑйӑрӑн ҫурри ытла юхса тухнӑ. Ҫуртӑн тепӗр вӗҫӗнче те хӑйӑр купи пурччӗ те унпа вара вырӑнти алкашсем «хуҫаланаҫҫӗ». Ҫавсем яланах вӑл хӑйӑр купи патӗнче ҫӳренӗрен ачасем унта выляма хӑраҫҫӗ, — пӗлтерет хӑй шухӑшне пӗр амӑшӗ.
Ачасен выляв кӗтесӗсене ҫурт-йӗр тытӑмӗ пӑхса тӑмалла ӗнтӗ, хӑйӑр купине юсассишӗн те вӗсем яваплӑ. Гузовский урамӗнчине вара хӑҫан ҫӗнетесси паян куна паллӑ мар-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |